НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сумлă юбилей савăнăçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2025, 11:06 Просмотров: 2112

Йĕпреç округĕнчи халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн Хурамалти пĕччен ватăсемпе сусăр çынсене хÿтлĕхе илнĕ вăхăтлăх пурăнмалли çуртра кунсемпе çĕрсене ирттерекен Александра Кострова пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Юбилей кĕтсе илнĕ май вăл пĕр çемьери пекех пĕрле килĕштерсе пурăнакансенчен тата хăйсене пăхакан социаллă ĕçченсенчен ăшă саламсем йышăннă.

Александра Григорьевна - ĕç ветеранĕ, вăл «вăрçă ачи» статуса та тивĕçнĕ. Ăна сумлă юбилей ячĕпе социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ Андрей Иванов та саламланă. Хисеплĕ ветерана вăрăм кун-çул, çирĕп вăй-халпа таса сывлăх сунса асăнмалăх парнепе тата чечек çыххипе хавхалантарнă.

Юбилей савăнăçне ыттисемпе пĕрле пайланă май, Александра Григорьевна ку таранччен иртсе пынă кун-çулне тепĕр хут аса илнĕ, шăпа парнеленĕ, астăвăмĕнче ĕмĕрлĕх тĕрленсе юлнă манăçми ÿкерчĕксене куç умне кăларнă.

Вăл 1935 çулта +ирĕклĕ ялĕн-че çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнă пирки шкулта 4 класс кăна вĕреннĕ. Çăкăр çимелĕх те пулин укçа пултăр тесе колхоза ĕçе çÿренĕ. Пĕве кĕрсен, 25 çул тултарсан, çĕнĕ çĕрте çĕнĕ пурнăç пуçлас тесе-ши, Алтай крайне тухса кайнă. Унта вăл хăйĕн юратăвне тупнă, качча кайса ывăл çуратнă. Анчах мăшăрĕпе телей курайман. 11 çул пĕрле пурăннă хыççăн Александра Григорьевна упăшкинчен уйрăлса тăван ене таврăннă. Ĕмĕр тăршшĕпех йывăр ĕçсенче пиçĕхнĕ вăл, ырă тĕслĕхлĕ, сăпайлă та тăрăшуллă пулнă, ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă.

2015 çулта унпа инкек сиксе тухнă, вăл урине хуçнă. Больницăсенче вăрах вăхăт сипленнĕ тата нумай операци тÿссе ирттернĕ хыççăн ветерана Хурамалти ваттисен çуртне вырнаçтарнă. Çавăнтанпах ĕнтĕ вăл кунта пурăнать. Социаллă ĕçченсем пăхса тăнипе питех те кăмăллă вăл, ватă çынсене çапла тимлĕхре тытнăшăн, кашнинчех тутлă апат-çимĕçпе сăйланăшăн, çуралнă кунсемпе юбилейсенче саламласа кăмăла уçма пĕлнĕшĕн пурне те чун-чĕререн тав тăвать халĕ юбиляр. Ăна хăйне те, ăшă кăмăлĕшĕн тав туса, пурте телей-савăнăç, çутă ăраскаллă ĕмĕр сунаççĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译