Хальхинче вулакансене Эйпеç территори пайĕнче иртнĕ отчет пухăвĕпе кĕскен паллаштаратпăр.
Эйпеçпе Вăтаелĕнче, паянхи кун тĕлне илсен, 1428 çын пурăнать. Кунта 464 вырăнлăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 140 вырăнлăх «Аистенок» ача сачĕ, культура çурчĕ, икĕ ялĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕсем пур, кунсăр пуçне Раççей почтин уйрăмĕ, перекет банкĕн филиалĕ, ветеринари пункчĕ, ваккăн таварпа суту-илÿ тăвакан магазинсем, косметика, сывлăх салонĕсем ĕçлеççĕ.
Ял тăрăхĕнче 2024 çулта пурнăçа кĕртнĕ пуçаруллă ĕçсем çинчен территори пайĕн начальникĕ Владислав Прохоров каласа панă пухăва пуçтарăннисене. Отчетлă докладран çакă курăнать: ялсен хăтлăхĕ, социаллă пурнăçĕпе экономики, вĕрентÿ пахалăхĕ ÿсет пулсассăн та, шкул ачисен тата садике çÿрекенсен йышĕ сахаллансах пырать. Хальхи вăхăтра шкулта - 171, садикре 46 ача пĕлÿпе воспитани илет. Пĕлÿ çуртĕнче 32 çын тăрăшать, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче - 12 сотрудник. Иртнĕ çул 8 ача çуралнă, 14 çын вилнĕ.
Владислав Валерьевич вăрăм ĕмĕрлĕ ентешĕсене хисеплесе ятранах аса илсе хăварнă. Ара, вĕсем - ял мăнаçлăхĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. 2024 çулта Варвара Федорова 97 çул, Мария Петрова 93 çул тултарнă, Ульяна Анисимова вара 100 çулхи юбилейне паллă тунă.
Кунти халăх пуçарулăхне ăмсанма та пулать. Хăйсем çине тăрсах тăрăшнипе, вырăнти пуçлăхсем хавхалантарнипе иртнĕ çул чылай ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Аслă урамсенче пуринче те тенĕ пекех вак чул сарса хытарнă çулсем, коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли контейнерсен площадкисем, кашни уйрăм хуçалăха шыв кĕртнĕ. «Урамсене илем кÿрсе ларакан капмар çуртсем çине пăхсан, чун савăнать, - тесе палăртнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. - Кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсем лайăх. Анчах вĕсем хăйсемшĕн кăна тăрăшмаççĕ, пĕтĕм ял хăтлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа тимлеççĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ирттерекен субботниксенче те пурте хастар».
Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ çынсем пĕр вырăнта тăпăртатса тăмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. +авăнпах ĕнтĕ Эйпеçпе Вăтаелĕнче хушма хуçалăха аталантаракансем, уйрăм предпринимательсем, ялхуçалăх ĕç-хĕлне пуçласа янă фермерсем, ытти çĕртипе танлаштарсан, палăрмаллах нумайăн. Л.И. Васильевăн питомникĕ хăех мĕне тăрать! Журавлевсен çемйи çырла çитĕнтерме пуçлани те курăмлă та витĕмлĕ тĕслĕх. Ку ял тăрăхĕн çыннисем патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма та шикленсе тăмаççĕ, грантсем пулăшнипе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çĕнĕ хăватпа аталантарса яраççĕ.
2024 çулта пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса эйпеçсемпе вăтаелсем темиçе проекта пурнăçа кĕртнĕ. Вăтаелĕнчи Зеленая урамри пĕвене тасатнă, ялсен масарĕсем çинче сывпуллашу çурчĕсене туса лартнă. Пĕтĕмĕшле тăкакланă укçа-тенкĕ сумми 814300 т. Кунсăр пуçне Садовая урамри юхăнса кайнă çула 101 м тăршшĕ юсанă.
Территори пайĕн начальникĕ отчетлă докладра вĕренÿÿ, культура, спорт енĕпе тунă çитĕнÿсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă, Украинăра иртекен ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсен паттăрлăхĕ, вĕсем тивĕçнĕ наградăсем çинчен каласа панă. Мухтавлă ывăлсен амăшĕсем, вĕсемпе пĕрлех салтаксене пур енĕпе те пулăшакансем, чăннипех тава тивĕçлĕ.
2025 çул валли илнĕ чикĕсем те пысăк вăй-хăват ыйтаканнисем. Пуçарулăх проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май Эйпеç масарĕн картине çĕнетмелле, пĕвесене тасатмалла, çулсене юсамалла пулать кăçал.
Светлана Быкова
Август 2026 |
