НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юрра-ташша пултараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:34 Просмотров: 2684

Хурамал ялĕн культура çуртĕнче савăнăçлă мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă кăçал та Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа пысăк уяв ирттерчĕç. Унта садике çÿрекенсем, шкул ачисем тата ял халăхĕ сцена çине тухрĕç.

«Çуркунне» ача сачĕн шăпăрланĕсем  çак уява  гимнран пуçларĕç. Концерта садик  заведующийĕ Татьяна Носкова  ертсе пычĕ. Ачасем куракансене юрăсем, ташăсем, сăвăсем парнелерĕç. Залра ларакансем уйрăмах вăрçă темипе çыхăннă ташăсен попуррине кăмăлласа йышăнчĕç. Курса ларакансем çамрăк артистсене тав туса хыттăн алă çупрĕç. Пĕчĕк артистсен концерчĕ «День победы» юрăпа вĕçленчĕ. Юрра залра ларакансем ура çине тăрса ачасемпе пĕрле юрларĕç. Куракансем татах килме ыйтни ачасене хавхалантарчĕ.

Ял территорийĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов тав сăмахĕ каларĕ: шăпăрлансене пылак çимĕçпе сăйларĕ.

Надежда Егорова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译