НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чи лайăх вĕрентекене палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:20 Просмотров: 2785

Республика шайĕнче иртекен конкурсăн округри тапхăрĕ Йĕпреçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш шкулта иртрĕ. Кунта Йĕпреç тăрăхĕнчи шкулсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем тупăшрĕç.

Чăваш чĕлхин илемĕпе тарăнлăхне хаклама тата юратма вĕрентекенсем паянхи технологи аталанăвĕпе килĕшÿллĕн вăхăтран ним чухлĕ те юлса пыманнине кăтартса пачĕç - тÿре умне кăларнă уроксем педагогикăра малта пыракан меслетсемпе тулли пулнипе, ачасен ăс-хакăлĕпе пĕлĕвне кăна мар, тавракурăмне те анлăлатма пулăшнипе палăрчĕç.

Конкурса хутшăннисем тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерчĕç% Алина Семенова (Йĕпреçри 1-мĕш шкул) «Халăх йăли-йĕркине упранăшăн» диплома тивĕçрĕ, Галина Григорьевăна (Кĕлĕмкасси шкулĕ) профессие чун-чĕрепе парăннăшăн наградăларĕç.

Муниципалитет шайĕнче Чăваш Тимеш шкулĕнче нумай çул хушши чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Евдокимова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Малалла вăл пирĕн округ чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ. Надежда Алексеевнăна ăнăçу сунатпăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译