НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Салтаксем валли парнесем хатĕрленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:04 Просмотров: 2477

Кăçал Раççейре Çĕршыва хÿтĕлекенсен, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿ тата Патриотизм çулталăкне паллă тума йышăннă май, Чăваш Тимеш салинчи «Пучах» ача садне çÿрекен шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Йĕпреç округĕнче пуçарса анлă сарăлнă ырă кăмăллăх акцисене активлă хутшăнаççĕ.

Нумаях пулмасть ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли тăрăшсах ăшă нускисем, перчеткесем, пылак кучченеçсем, открыткăсемпе çырусем пуçтарчĕç, аслăрах çулхи  группăна çÿрекенсем посылкăсене тирпейлесе ялти культура çуртĕнче маскировка сечĕсем çыхакансем патне çитерсе пачĕç.

Ачасене ашшĕ-амăшĕсем те хаваспах пулăшрĕç. «çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ тĕлне кашни салтак патнех салам сăмахĕсемпе кăмăлтан хатĕрленĕ пĕчĕк парнесене илсе çитерес килет. Ачасем çырнă çырусемпе ÿкерчĕксем çапăçу хирĕнче уйрăмах хаклă - тылра хăйсене хăвăртрах каялла çĕнтерÿпе тĕрĕс-тĕкел таврăнасса чĕререн кĕтнине туйса илме параççĕ», - теççĕ вĕсем.

Пĕчĕкренех патриотизм енĕпе тивĕçлĕ воспитани илсе ÿсекен ачасем çĕршыва юрăхлă та шанчăклă çынсем пулса ÿсесси пĕрре те иккĕлентермест.

Пирĕн инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译