НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хумри Ишекре - ял кунĕ тата Питрав

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2026, 13:15 Просмотров: 225

Çак ялта пурăнакансен ĕлĕкренех пыракан ырă йăла пур. Вĕсем Питрав уявне кашни çулах ял-йышпа, çывăхран тата аякран пуçтарăнса килекен хăнасемпе пĕрле туслăн паллă тăваççĕ. Юрласа-ташласа савăннисĕр пуçне мăн асаттесемпе асаннесенченех ку таранччен упранса юлнă йĕркесене уяса,  выльăх пусса шÿрпе пĕçереççĕ, йышпа хăналанаççĕ.

Кăçал та хумриишексем православи тĕнĕн çветтуйĕсене, Петрпа Павел апостолсене, асăнмалли кунпа ял уявне пĕр вăхăтра ирттерме йышăннă, пурне те палăртнă тĕле, ял çумĕнчи ешĕл илем хуçаланакан лапама, пухăнма чĕннĕ.

Уяв ăшă саламсенчен пуçланнă. Чи малтанах йышлă халăх умне Хурамал территори пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов тухнă. Вăл ырă кăмăл-туйăмпа кунта килнисене ăшшăн саламланă. Унтан, хăйĕн сăмахне тăснă май, кăçал «çĕнĕ кайăк» кĕтсе илнĕ çемьесене сцена çине чĕнсех чысланă. Ара, пĕчĕк пепкесем пирĕн енĕн пуласлăхĕ-çке! Ÿссе çитĕнсен вĕсем те тăван тăрăха аталантарма хутшăнасса шанни çинчен пĕлтерсе, Валерий Витальевич ачасен ашшĕ-амăшĕсене асăнмалăх парнепе хавхалантарнă. +авăн пекех çамрăк мăшăрсене хăйсен çемйисене пысăклатсах пыма, йышлă ачаллă пулма таса сывлăхпа çителĕклĕ пурнăç, тулли телейпе мирлĕ тÿпе суннă.

Унтан, уява пуçтарăннисем хыттăн алă çупнă май, сцена çине активистсемпе сумлă ватăсем - савнă ял пуласлăхĕшĕн хăйсен сумлă тÿпине хывнă ĕç ветеранĕсем - хăпарнă. Вĕсене те, чыс-хисеп туса, пĕтĕм йыш умĕнче Тав çырăвĕсемпе наградăланă, хаклă парнесемпе савăнтарнă.

Мĕнле уяв концертсăр ирттĕр ĕнтĕ! Хурамал территори пайĕн тĕп культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ, «Шанчăк» фольклор ансамблĕ, çавăн пекех кÿршĕллĕ ялтан, Пучинкерен килнĕ «Юхăм» пултарулăх ушкăнĕ хăйсен репертуарĕнчи чи илемлĕ юрри-ташшисене куракансене парнеленĕ. Вĕсем кăна мар, уйрăм талант-сем те халăха хаваслăх кÿнĕ. Ытти çулсенчи пекех, хальхинче те ял уявне чăваш эстрада çăлтăрĕсене чĕнсе илнĕ, вĕсем те хăнасене кăмăл туличченех хăйсемпе пĕрле юрлаттарнă, ташлаттарнă. Çапла аслă, çамрăк тата çитĕнекен ăрусен хушшинчи çыхăну татах та вăйлăрах çирĕпленнĕ.

Çак туслăхпа тăванлăх уявĕ унта хутшăннисен асĕнче нумайлăха упранĕ. Ара, тахçантанпах курман ентешсемпе тĕл пулса хутшăнни, карталанса ташлани темрен те паха çке. Пĕрле чухне кăмăл-туйăма ирĕке ярсах савăнни мĕне тăрать!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译