Эсир пĕлетĕр-и, Раççейре кашни тăваттăмĕш çын ялта пурăнать.
Ялхуçалăх производствинче кадрсем çитменнине пĕтерес тĕллевпе пирĕн республикăра темиçе çул каяллах ачасене шкул саккинченех çĕр çинче ĕçлесе тырпул, пахчаçимĕç ÿстерме тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме вĕрентме пуçланă.
Акă 2025 çулта кăна Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен никĕсĕ çинче 7 агрокласс уçăлнă. Кăçал тата 6 класс хушăнать. Çакă тăван çĕр çинче юлма кăмăл тăвакансен йышне ÿстерме пулăшасса шанаççĕ пуçаруçăсем.
Агроклассенче вĕренекенсене биологипе, химипе тата физикăпа, çавăн пекех профиллĕ ытти предметсемпе тарăнрах пĕлÿ параççĕ, агропромышленноç комплексĕнчи тулли хăватпа ĕçлесе пыракан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе, производствăра пысăк çи-тĕнÿсем тăвакансен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ.
Палăртнă тĕллевсене çитме вара «Раççей ялĕ» проект пулăшать. Унăн никĕсĕнче - аграрисемпе учĕнăйсен, вырăнти влаçпа обществăлла организацисен пĕрлĕхĕ.
Йĕпреç муниципалитет округĕпе илсен, Чăваш Республикин программипе килĕ-шÿллĕн 2017-2018 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче агрокласс Хурамалти вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулта та тематикăллă занятисем пулаççĕ.
Август 2026 |
