НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Галя аппа та Çĕнтерĕве çывхартать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 09:02 Просмотров: 181

Ун çинчен Чăваш Çармăсра тата Ирçе Çармăсра пурăнакансем кăна мар, кÿршĕллĕ ытти ял-поселоксенче пурăнакансем те ырăпа кăна калаçаççĕ. Сăпайлă та ĕçчен чăваш хĕрарăмне - Галина Петровна Саиновăна _ ялан çын хушшинче курма хăнăхнă ентешĕсем, общество ĕçне чунĕпе парăнса хутшăнаканскерне пурте хисеплесе Галя аппа тесе чĕнеççĕ. Ăшă та уçă кăмăллăскерне тĕл пулсан сăмах чĕнмесĕр иртсе каймаççĕ, ялан сывлăх сунаççĕ. Ырă сунакансене хăй те ăшă кулăпа тав тăвать.

Галина нумай ачаллă пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕчĕклех колхоза тухнă, мĕн пултарнă таран ĕçре пулăшнă. Халĕ те вăл, тивĕçлĕ канура пулсассăн та, пĕр кун та канса курмасть. Вăл хăйĕн юратнă ачисемпе мăнукĕсемшĕн тем тума та хатĕр, çавăн пекех юнашар, пĕр ялта пурăнакансем те - чăваш-и вăл е вырăс, е ирçе - пурте уншăн тăван пекех хаклă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл кунсерен, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тесе, салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхма клуба çÿрет, гуманитари пулăшăвĕ пухать.

Галина Петровнан 8 мăнук, вĕсенчен пĕри (Рембо хушма ят илнĕскер) - СВО участникĕ. Нацизма тĕп тăвассишĕн çирĕп тăракан харсăр та хăюллă боецпа çывăх тăванĕсем кăна мар, пĕтĕм Ирçе Çармăс ял тăрăхĕ мăнаçланать. 

«Мăнукĕ таврăнасса кĕтнĕ вăхăтра Галя аппапа мăшăрĕ, Николай Витальевич, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ыттисемпе тан вăй хураççĕ. Ырми-канми хĕрарăмсемпе хÿтлĕх каррисем хатĕрленĕ чухне те вăл кашни тĕввине кĕлĕ вуласа çыхать - таса Турă унăн йăлăнăвне илтессе ĕненет, - тет волонтерсене пĕр чăмăра пĕрлештерсе, фронта пулăшассине йĕркелесе тăракан куратор Тамара Протасова. - Пирĕн Галина Петровна пек +ĕнтерĕве тылра туптакан аппасемпе инкесем  мĕн чухлĕн-ши паян таврара!; Шучĕ те çук пуль... Тавах вĕсене, çĕре çити пуç таятпăр! Чунтан тухакан ăшпиллĕ тав сăмахĕ пурин ячĕпе те пултăр».

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译