НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юратнă çынпала алла-аллăн - аллă çул

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 10:06 Просмотров: 284

Çемье - вăл кашни çыншăн ырлăхпа телей: юратнă мăшăр, ача-пăча, ăшă та хăтлă кил-çурт. Çирĕп çемьен никĕсĕ пĕр-пĕрне юратни, ăнланни, туйăмсене упрама, мăшăра илтме, каçарма пĕлни, пĕр-пĕрне тĕрев парса пыни, пĕр-шухăшлă пулни çинче никĕсленет.

Кĕлĕмкасси салинче тÿрех икĕ мăшăра ылтăн туйпа саламланă.

Владимир Павловичпа Галина Гавриловна Васильевсем 1975  çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне чунтан юратакан мăшăр пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă. Çемье пуçĕ «Красный фронтовик» колхозра вăй хунă.

Галина Гавриловна вара «Теремок» ача садĕнче тата Йĕпреçри психоневрологи интернатĕнче ĕçленĕ. Вăл ал ĕçĕ тума юратать. Хăйĕн ĕçĕпе республикăри «Крепки наши крылья» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Обществăлла ĕçсене яланах хастар хутшăнать. Чĕри хушнипе салтаксене валли хÿтлĕх каррисем çыхма çÿрет.

Владимир Павловичпа Галина Гавриловна мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнса пурăнаççĕ. Юратнă  та хаклă тĕпренчĕкĕсенче вĕсем пурнăç илемне туйса тăраççĕ.

Пурнăçра хăвна ăнланакан, хисеплекен, тĕрев паракан  çывăх çын юнашар пулни  - чăн-чăн телей.

Çак кунах тепĕр телейлĕ мăшăр  Николай Ивановичпа Альбина Геннадьевна Марушевсем çемье уявне паллă тунă.

Марушевсем пилĕк хÿхĕм хĕр çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ суту-илÿ сферинче, виççĕшĕ медицинăра вăй хураççĕ.

Альбина Геннадьевна Раççей потребкоопрецийĕн ветеранĕ. Вăл нумай çул Йĕпреç райповĕн лавккинче ĕçленĕ. Николай Иванович малтанах колхозра водитель пулнă, кайран ĕçчен те малĕмĕтлĕ хастара колхоз председателĕ пулма шаннă.

Лава тăвалла туртса пыма çăмăл пулман пулин те, хăйĕн ĕçне тулли яваплăхпа пурнăçласа пыма пултарнă Марушев, ял-йыш умĕнче хисепе тивĕçнĕ. Çакна вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма пилĕк хутчен суйлани те çи-рĕплетсе парать. Паян Николай Ивановичпа Альбина Геннадьевна хĕрĕсен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕпе хĕпĕртесе пурăнаççĕ.

Çемье юбилейĕпе мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов саламланă, мăшăрсене Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов ячĕпе хисеп свидетельствисене тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ева Петрова вĕсене общество  пурнăçне хастар хутшăннăшăн  тав туса, çирĕп сывлăх, юратупа çураçу, вăрăм кун-çул, телейпе тăнăçлăх тата нумай ырлăх курма суннă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译