Йĕпреç округ администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ Чăваш Тимеш территори пайĕпе пĕрле çак салара пурăнакан Вениамин Евсеевичпа Раиса Егоровна Моисеевсене бриллиант туйпа чысланă.
Ултă теçетке çул алла-аллăн тытăнсаă пĕр-пĕрне хисеплесе те упраса пурнăç çулĕ тăрăх утнă мăшăр пĕр-пĕрин хушшинчи çепĕç туйăмсене паянхи кунчченех упрать. Пĕр-пĕрне вĕсем ачаранах пĕлнĕ, пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ, асамлă юрату туйăмĕ вара икĕ çамрăк чĕрере чылай каярах хыпса çуннă. Вениамин Евсеевич çар службинчен таврăнсанă Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне татсан çеç ÿссе çитĕннĕ чипер хĕр çине урăх куçсемпе пăхнă.
1965 çулта телейлĕ мăшăр Мендельсон маршĕпе пĕр çулпа утса кайнă, тепĕр виçĕ çултан йăва çавăрнă – хăтлă та пысăк кил-çуртра ача-пăча сасси янăрама пуçланă.
Вениамин Евсеевичпа Раиса Егоровна тăван ялтан аякка кайма шухăшламан та, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех иккĕшĕ те Ильич ячĕллĕ колхозра вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Пĕтĕм йывăрлăхсене пĕрле тÿснĕ, савăнăçне пĕрле пайланă, çултан çул çемье пысăкланнă, çирĕпленсех пынă. Сумлă юбилей ячĕпе хисеплĕ мăшăра 7 ачи мăшăрĕсемпе тата 11 мăнукĕ чĕререн ырлăх-сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунса саламланă.
Хамăр корр.
Август 2026 |
