Вăтаелĕнче пурăнакан Юрий Вениаминович Захаров çак Питравра 60 çулхи юбилейне паллă тунă май, уяв кĕрекине ларать.
Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, ял çинче чыслă-хисеплĕ пулнă Риммăпа Вениамин Захаровсен çемйинче çуралнă вăл, пилĕк ывăл çитĕннĕ кил-йышра иккĕмĕш ача пулнă. Амăшĕ, колхозăн чăх-чĕп ферминче ĕçлекенскер, кун çути парнеленĕ тĕпренчĕкĕсене лайăх воспитани, çирĕп ăс-тăн парса, тĕрĕс-тĕкел те сывлăхлă ÿстерес тесе хăй пултарнă таран тăрăшнă, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕ-амăшне кил-хуçалăхра пулăшнисĕр пуçне маттур ывăлсем çемьене колхоз уйĕнче пай уйăрса панă çĕр улмин, выльăх кăшманĕн лаптăкĕсене çумкурăкран тасатма та çÿренĕ. Нихăшĕ те турткаланса тăман, ĕçрен пăрăнман. Амăшĕ каланине итленĕ, ăна фермăра та пулăшма васканă.
Шел, йышлă ача амăшĕ çамрăклах йывăр чирпе, шалкăм çапнипе аптраса ÿкнĕ, вара кил-тĕрĕшри кулленхи тивĕçсем пĕтĕмпех ачисем çине тиеннĕ. Юра аслăраххи пулнăран йывăрлăхĕ ытларах ун çине сырăннă. Вăл аслă пиччĕшĕнчен тĕслĕх илнине кура, шăллĕсем те ĕç патне туртăннă. Кил хуçи, çемье пуçĕ, Вениамин Захарович, яваплă должность йышăннă колхозра. Тĕп инженерăн пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕç-хĕлĕнче сиксе тухакан ыйтусене çийĕнчех татса пама тивнĕрен, вăл яра куна тенĕ пекех ĕçре ирттернĕ.
Юрий Захаров çиччĕ тултарсан ялти пуçламăш шкула кайнă, ăна аван паллăсемпе пĕтерсен Эйпеçе çÿренĕ, кунти шкултан вăтам пĕлÿ илсе тухнă. Шăпах çакăнта вĕреннĕ çулсенче вăл спортпа çывăх туслашнă, хăйĕн сывлăхĕпе ÿт-пĕвне çуран тата йĕлтĕрпе чупса, футболла, хоккейла выляса пиçĕхтернĕ. 6-мĕш класран пуçласа кашни çулах, çуллахи каникулсенче, бригадăна ĕçе тухнă, лаша кÿлме, йĕвен тытса çÿретме вĕреннĕ, урапапа утă-улăм турттарнă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне вара кану çинчен мансах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Вырма вăхăтĕнче комбайнерăн пулăшаканĕ пулса хиртен кĕме пĕлмесĕр вăй хунă. Хĕвел патнелле туртăнакан тулли пучахлă тырра тикĕссĕн вырнă, ылтăн пĕрчĕсене бункертан машина кузовĕ çине тăкнă хушăра çамрăк чĕри мĕнешкел савăккăн тапнине халĕччен те манса кайман-ха вăл. Ара, çĕнĕ тырă - темрен те хаклă çăкăр -пÿлмене кĕнĕшĕн камăн чунĕ хĕпĕртемĕ ĕнтĕ!
Хĕрÿ ĕççие пĕр харăсах виçĕ çул хутшăннă вăл, чăхăмланă техникăна юсама та хăнăхса çитнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ шкул пĕтерсен, çитĕнсе çитнине çирĕплетекен аттестатлă пулсан, сварщик профессине алла илес тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарти училищĕне кайса кĕнĕ. Шкул çулĕсенче спортра пысăк çитĕнÿсем тунипе палăрма ĕлкĕрнĕ, республика шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ туптанă çамрăка хапăлласах йышăннă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕнче.
Çăмăл атлетикăпа малалла аталанма, специальноç енĕпе пĕлÿпе тавракурăма тарăнлатма условисем çителĕклĕ пулнă кунта. Чăтăмлăхпа çирĕплĕх кăна кирлĕ. Çак пахалăхсем вара Юрăра ачаранах аталанса пынă. ,çчен ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе, аслисенчен вĕренсе ÿсни çĕре ÿкмен, усса кайнă. Час-часах вăл республика ăмăртăвĕсенчен дипломсемпе таврăннă. Йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш разряд нормативне, çуран чупса иккĕмĕш разряд тултарнă. Наградисем - медальсемпе кубоксем - килĕнче типтерлĕн упранаççĕ.
Училищĕрен тăваттăмĕш разрядлă сварщикпулса тухсан, вăл тăван колхоза ĕçе кĕнĕ. Кĕçех салтака кайма ят тухать. Юрий Вениаминович пограничниксен ретне лекет. Службăра унăн ытларах чикĕ сыхлакансен тăватă ураллă тусĕсемпе ĕçлеме тивет. Хуралта пĕрле тăракансемпе кăна мар, чĕрчунсене алла хăнăхтарма, пĕр чĕлхе тупма пĕлекен пограничнике йытăсен аслă вожатăйĕ пулма шанаççĕ. Вăл Туркмени чиккинче хĕсмет ирттерет, пĕтĕмпе 2 çул та 4 уйăх службăра пулать. Лайăх енĕпе кăна палăракан чăваш каччине «Пограичниксен службин отличникĕ» иккĕмĕш степеньлĕ хисеп паллипе наградăлаççĕ.
Çар тивĕçне чыслăн татса таврăнсан, Юрий Вениаминович тÿрех колхоз правленине çул тытать. Кунта салтак аттине тин кăна хывнă çамрăка ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Хуçалăх ертÿлĕхĕ ăна, вăй-хăват пухса маттурланнă яша, ĕçе паянах йышăнма хатĕррине пĕлтерет, çĕнĕ комбайн та хуçине тахçанах кĕтет иккен. Çав çулах, вырмана ăнăçлă вĕçлесен, ăна ялти клуб заведующине лартаççĕ. Шăпах çавăн чухне вăл шкула ĕçлеме килнĕ учительницăпа, Кĕлĕмкассинчи педагогпа экономист çемйинче ÿснĕ, Валентин Захаровичпа Анастасия Афанасьевна Захаровсен Галина хĕрĕпе паллашать. Шăпа парнеленĕ тĕлпулу вĕсене ĕмĕрлĕхех туслаштарать. Вĕри чĕресем юрату кăварĕпе хĕмленме тытăнсан, пурнăç тытма çирĕп ăс-тăн пухнă, кирек епле ĕçе те тĕплĕ, майне пĕлсе тума хăнăхнă йĕкĕтпе пиçсе çитнĕ улма пек хитре, ĕçчен те сăпайлă пике пĕрлешме килĕшеççĕ. +апла кĕçех Захаровсен çĕнĕ çемйи çуралать.
Вĕсем 1988 çулхи ака уйăхĕнче чăваш йăли-йĕркипе туй туса мăшăрланнă. +амрăксем çурт лартма тĕллев тытнă, ниçта та тухса кайма шутламан. Юрий Вениаминович колхозра комбайнер, сварщик пулса ĕçленĕ чухне каймалли сăлтавсем сиксе тухнă. Ара, пÿрт тума нухрачĕ нумай кирлĕ-çке. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 90-мĕш çулсенче çĕршывăмăрта лару-тăру улшăнсан, ялхуçалăх тытăмĕ арканма пуçласан, унччен вăйлă пулнă Калинин ячĕллĕ колхоз та саланса кайнă. ,çсĕр юлнă колхозниксем, çемйисене тăрантармалăх тупăш тăвас тесе, Мускава кăна мар, Çурçĕре те, Çĕпĕре те тухса кайнă. Юрий Вениаминович та ĕç шыранă, Сургута çитнĕ, тимĕр-бетон изделисем кăларакан предприятие вырнаçнă. Виçĕ çула яхăн тытăнса тăнă хыççăн тăван тăрăх туртăмĕпе каялла килнĕ, хамăр республикăпа юнашарти Тутарстанăн тĕп хулинче, Хусанта, пĕр стройкăна вырнаçнă. Кунта каласах хăвармалла, çывăх çыннисем пулăшнипе нимелле лартнă çĕнĕ пÿрте виçĕ ачаллă пулса тăнă Захаровсем 2002 çулта пурăнма кĕнĕ. Хусана вара Юрий Вениаминович 2013 çулчченех вахтăпа çÿренĕ, строительсен бригадирне çити ÿснĕ.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче таçта та пулма тÿр килнĕ, анчах çемьерен инçетре ĕçлесе пурăнма тивни çырлахтарман ăна. +авăнпа юратнă кил-йышран уйрăлмасăр ĕçлемелли вырăн шыранă, пĕр хушă Канашра вăй хунă.
Пур енĕпе те ăста строитель валли ĕçĕ тупăнсах тăрать халь. Ялта ăна пÿрт хăпартма, хуралтăсем тума, карта_хÿме тытма тăтăшах чĕнеççĕ. Чун киленĕçне вара вăл таврари паллă сад ăстин Леонид Васильевăн питомникĕнче тупнă. Халĕ вăл панулми йывăççисене сыпса расна сортсем çитĕнтерес ĕçре те самай опыт пухнă, пĕлменни çук уншăн. Çамрăк хунавсене пасара илсе тухса сутма та Леонид Ивановича хаваспах пулăшать. Алли çăмăл, парка ÿснĕ тĕмĕсем çавăнтах сутăнса пĕтеççĕ. Сад ĕрчетме юратакансем паха çимĕç паракан йывăçсене хапăлласах туянаççĕ, тав сăмахĕсем каласа хăвараççĕ. Кун пек чухне Юрий Вениаминовичăн чунĕ хĕпĕртет, ырă ĕç ытларах тăвас туйăмĕ вăйланать. Общество пурнăçне те вăл активлă хутшăнать, «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлешÿре тăнă май, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине тÿпе хывать. Килте те ахаль ларма пĕлмест, мăшăрне пур ĕçре те пулăшать.
Пăхаттир пек вăйпитти ывăлсем çитĕнтернĕшĕн те ырламалла кăна ашшĕне! Савнă мăшăрĕпе, Галина Валентиновнăпа, вĕсем виçĕ ывăла пурнăç панă. Халĕ ĕнтĕ пурте ура çине тăнă, çемьеллĕ пулнă. Асли, Сергей, ялхуçалăх институтне пĕтернĕ, Мускавра ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ ывăл ÿстереççĕ. Алексей И.Я. Яковлев ячĕллĕ пединститутăн художествăпа графика факультетĕнчен аслă пĕлÿ илсе дипломлă специалист пулса тухнă. Çемйипе Шупашкарта пурăнать, вĕсен икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Кĕçĕнни, Александр, Шупашкарти транспортпа технологисен техникумĕнче вĕренсе пĕлÿпе ăсталăх пухнă, кирлĕ специальноçа алла илнĕ. Тĕп хуларах юлнă, унăн çемйинче - хĕрпе ывăл.
Захаровсен йăхне виçĕ ывăлпа çичĕ мăнук малалла тăснăшăн аслашшĕпе асламăшĕн паян савăнмаллипех савăнмалла. Çавăн пек пысăк телее вĕсене, савнă кĕтесĕн чăн-чăн хуçисене, çуралнă çĕрĕ кăна пархатарлăн парнелеме пултарнă. Çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнче 60-мĕш çуралнă кунне кĕсе илекен Юрий Вениаминовичпа мăшăрне, чăннипех те, тăван тăрăх тивлечĕпе туллин киленме шăпа тухнă. +акă вĕсене пурнăç çулĕпе ÿлĕмрен те çирĕппĕн утма хавхалантарса пытăр.
Светлана Быкова
Август 2026 |
