Пирĕн республикăра «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа ăнăçлă пурнăçланса пынине вăхăт кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, вырăнти инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсене ĕçе кĕртнипе ялсемпе саласем, поселоксем капăр сăн илеççĕ, çулсем хывăнаççĕ, пĕвесем тасалаççĕ, обществăлла кану вырă-нĕсем çĕнелсе хăтлăланаççĕ, спорт тата ачасене вылямалли площадкăсем хута каяççĕ. +апла майпа яллă вырăнта тĕпленнĕ çынсен пурнăçĕ курăмлăнах лайăхланать.
Асăннă программа граждансен активлăхне ÿстермелли механизм пулса тăни те куç умĕнчех ĕнтĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн мĕн тумаллине, мĕнле социаллă объектсене чи малтан йĕркене кĕртмеллине хăйсем палăртаççĕ. Республика хыснинчен уйăракан укçана ăçта, мĕнле ĕçе ямаллине те хăйсемех татса параççĕ. Çапла вĕсен тăван енĕ улшăнса çĕнелесси хăйсенчен нумай килет.
Энтриел территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче пурăнакансем те Чăваш Енĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» программине çулсеренех пуçаруллăн хутшăнаççĕ. Вĕсем тăратнă аталану проекчĕсем республика конкурсĕнче çулсеренех çĕнтереççĕ. Проектсене çул панипе, пуçарулăх бюджетĕнчен тата округ бюджетĕнчен куçарнă, вырăнти халăх хăй ирĕкĕпе пухса панă пĕрлехи укçапа усă курса юлашки çулсенче пысăк ĕçсем сахал мар пурнăçланчĕç ку тăрăхра: урамсенчи çулсене, тротуарсене, çуран каçмалли кĕперсене юсанă, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки ыйтакан пĕвесене юшкăнран тасатнă, масарсен кивелсе-çĕрĕшнĕ картисене улăштарнă, çăвасем çинче вилнисемпе сывпуллашнă чухне кĕрсе тухма, çанталăк япăх чухне хÿтĕленме кирлĕ çуртсем туса лартнă. Кусемсĕр пуçне çамрăксемпе ачасемшĕн тăрăшса, спорт тата вылямалли площадкăсене хута янă.
Иртнĕ çулсенче пурнăçа кĕртнĕ проектсем малашлăха çул уçаканнисем пулчĕç. Акă, сăмахран, 2024 çул пысăк калăпăшлă ĕçсен çулталăкĕ пулнипе палăрса юлнă. Çавăн чухне умлăн-хыçлăнах 5 проекта пурнăçланă, пĕтĕмпе 5 936 659,33 тенкĕлĕх ĕç тунă. Энтриелĕнчи автомобильсен çулĕн 850 м тăршшĕ лаптăкне, Кăшмасри Чапаев урамĕнчи çула 300 м, Кушакпуçĕнчи Вăрман урамĕнчи 200м тăршшĕ çула тата Пĕчĕк Патăрьелĕнчи 180 м тăршшĕне юсанă. Пĕчĕк Патăрьелĕнче çавăн пекех Çемен Элкер урамĕнчи тахçанах ăшăхса çитнĕ пĕвене юшкăнран тасатнă, йĕри-таврашĕнче йывăç-тĕмсене, хытхурасене касса тирпейлĕх кĕртнĕ.
Ял çыннисен проблемисене татса паракан задачăсене пурнăçласанах, урамсем илемленнине кура, пуçару ушкăнĕ çĕнĕ тĕллевсем йышăннă, малашлăх планне ял-йышпа калаçса килĕшсе палăртнă, проекчĕсе туса хатĕрленĕ. +апла 2025 çулта та проектсене реализацилессипе пурте пĕр шухăшлă пулса, çине тăрса вăй хунă. Пурнăçланнисенчен чи пĕлтерĕшлисем каллех урамсенчи çулсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă проектсем пулнă. Пĕтĕмпе илсен, темиçе урамри çул участокĕсене, пĕр çухрăм ытларах тăршшĕ çула вак чул сарса хытарнă, кунта хывнă пĕтĕмĕшле сумма 2 934 653,27 тенкĕпе танлашнă.
Юхăннă çулсене юсаса тикĕсленĕ урамсенче пурăнакансем çул-йĕр рабочийĕсен ĕç пахалăхĕпе кăмăллă юлнă. Подрядчик ĕçсене палăртнă срокра вĕçленĕ. Халĕ кирек епле йĕпе-сапа çанталăкра та çав урамсене çуран та, машинăпа та кĕрсе тухма шанчăклă _ ниçта та пылчăк çăрăлмасть.
Кăçал валли туса хатĕрленĕ тата конкурс али витĕр ăнăçлă тухнă пуçарулăх проекчĕсене территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Петрова ертсе пынипе çуркуннех реализацилеме пуçланă энтриелсем. Пĕтĕмпе 6 проекта (6,5 млн тенкĕлĕх) пурнăçламалла. Палăртнă тĕллевсене тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕртеççĕ. Ака уйăхĕнче энтриелсем тĕп задачăсенчен пĕрне татса панă, «Аниш» автоçулран выльăх пусмалли цех патнелле пыракан çула, 630 метр тăршшĕ асфальт сарнă.
Çурхи шыв-шур типсенех ĕçе пуçăнни çул-йĕр ĕçченĕсене палăртнине васкамасăр, пахалăхлăн, технологие çирĕп пăхăнса, пурнăçлама май панă. «Ирхи кайăк тутă пулать», - тесе ахаль каламан çав ваттисем.
Иккĕмĕш тапхăра кĕрсенех вырăнти халăх пĕр шухăшлăн сĕннипе çуралнă тепĕр проектпа ĕçлеме тытăннă. Кăшмас ялĕн масарĕ тавра çĕнĕ тимĕр карта тытнă. ООО «АСК Строй» подряд организацийĕн рабочийĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă, яланхи пекех ĕçе палăртнă срокра вĕçленĕ.
Энтриел территори пайĕнче, маларах каларăмăр ĕнтĕ, çулсене юсассипе çыхăннă проектсене ĕçе кĕртесси тĕп вырăнта тăрать. Нумайăшне иртнĕ çулсенче реализациленĕ май, чылай çĕрте çулсене юсаса якатнă пулсассăн та, хытарса тикĕслемелли участоксем çав-çавах юлнă-ха.
Ял-йыш çулталăк пуçламă-шĕнчех Энтриел территори пайĕ ирттернĕ пĕрлехи пухура, çуркуннепе кĕркунне иртен-çÿренсем валли проблема кăларса тăратакан çулсене васкавлăн юсама тĕллев лартнă. Кĕçех çав участоксене йĕркене кĕртессипе çыхăннă проекта ĕçлесе хатĕрленĕ, çийĕнчех конкурса тăратнă пулнă. Куратпăр ĕнтĕ, проекта республика комиссийĕ ырланă, халăх пуçарулăхĕпе çуралнăскерне çул парасси çинчен йышăну кăларнă. Ку хутĕнче те, акă, çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе тунă проект мала тухнă. Нумаях пулмасть Энтриелĕнчи чи вăрăм шутланакан Николаев урамĕнче икĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ - кунти çулăн юхăннă100 м тата 75 м тăршшĕ лаптăкĕсене юсанă. Кунсерен урамра хăватлă техника сасси илтĕнсе тăнă, çула хăпартнă, тикĕсленĕ, хăйăр, вак чул, асфальт сарса хытарнă.
Çакна та палăртмалла% Йĕпреç муниципалитет округĕн ертÿлĕхĕ пуçарулăх проекчĕсем территори пайĕсенче мĕнлерех пурнăçланнине сăнаса-асăрхасах тăрать, ĕçсен пахалăхĕпе срокĕсене пăхăннине тишкерет. Округ пуçлăхĕ Игорь Семенов тата вырăнти влаç представителĕсем пĕрлехи тĕрĕслеве тухаççĕ, пуçарулăх проекчĕсене пурнăçланине хак параççĕ. Хĕрÿ ĕç вĕренĕ хушăра Игорь Геннадьевич Энтриелĕнче те пулнă, «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа ку таранччен пурнăçланă ĕçсене тĕрĕсленĕ. Ял çыннисем хăйсен территорине хăтлăх тата тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсенче тăрăшулăхпа яваплăх кăтартнине ырланă вăл, пухура панă сăмаха ĕçпе çирĕплетме пултарнăшăн кашнине тав тунă.
«Ялти проблемăллă икĕ учас-тока тĕплĕн юсаса çирĕплетмелли планпа тимлерĕç çул-йĕр ĕçченĕсем. Мероприятисен комплексĕнче çулсене тикĕслесси, пахалăхлă вак чул сарса хытарасси, унтан пĕрчĕллĕ асфальтпа якатасси пулчĕ. Грейдерпа усă курса тунă ĕçсен пахалăхĕ никама та иккĕлентерместь. Çулсен никĕсĕ çирĕп пултăр тесе малтанах пĕрле канашласа йышăннă, халĕ активлăн пурнăçа кĕртекен мерăсем шанчăклă пулнине кăтартса пачĕç, - тенĕ муниципалитет ертÿçи ĕçсен пахалăхне хакланă май. - Энтриелсем проектсене пурнăçлас енĕпе яланах пултаруллă пулнипе палăрнă, кăçал та вĕсен ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Ытти ял тăрăхĕсемшĕн ку - лайăх тĕслĕх!».
Ольга Петрова,
Энтриел территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан,
- Энтриел территори пайĕ Чăваш Енре «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна старт панăранпах ăна хамăр тăрăхра ĕçе кĕртессипе çине тăрсах тимлеме пуçланă. Пирĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче чылай çул вăй хунă ĕçтешĕм Станислав Коннов пуçарулăх проекчĕсене туса хатĕрлессипе кокурса тăратасси тата çĕнтернĕ проектсене пурнăçа кĕртесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратчĕ, вăл тата ун тавра çирĕпленнĕ старостăсемпе активистсен команди ял пуласлăхĕшĕн, ăна аталантарассишĕн тăрăшса пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем тăватчĕç. Пурнăçа лайăхлатма пулăшакан ĕçсен черетне эпир те халĕ малалла «йĕрлесе» пыратпăр, пĕр вырăнта тăпăртатса тăрасшăн мар, пĕр проект хыççăн теприне ĕçе кĕртерпĕр. Кăçал пурнăçламалли ултă проектран тăваттăшне реализациленĕ тесен те юрать, умра - тепĕр иккĕ. Ĕçсем пĕрре те чарăнса тăмаççĕ, малаллах талпăнатпăр.
Çывăх вăхăтрах пирĕн Пĕчĕк Патăрьелĕнче, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнса, шыв упракан пĕвене тасатмалла. Çавăн пекех Кăшмас ялĕн масарĕ еннелле пыракан çула юсамалла пулать. 2027 çул валли те çĕнĕ тĕллевсем палăртнă эпир, Çĕрпÿелĕнчи Çветтуй çăлкуç йĕри-таврашĕнче юсавпа тирпей-илем ĕçĕсем туса ирттересшĕн. Ĕмĕтсем пысăк.
«Ниме – Халăх бюджечĕ» программа ырă улшăнусене çул уçса пачĕ. Пирĕн территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем те юлашки çулсенче палăрмаллах активлăх кăтартаççĕ, пурнăç пахалăхне çÿллĕрех шая çĕклесси хамăртанах килнине ăнланса илчĕç, çавна май йĕркене кĕртмелли объектсене палăртнă чухне те хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн пĕлтереççĕ, проекта суйланă чухне те активлăн хăйсен сассисене параççĕ. Программа хăйĕн эффективлăхне кăна мар, çынсене ырă ĕçсемпе пĕр чăмăра пухма, туслă çыхăнăва çирĕплетме, эпир пĕрле тытăнсан хамăршăнах усăллă, пысăк ĕçсем тума пултарнине ĕнентерсе пачĕ.
Август 2026 |
