Асăрхануллă пулăр, çĕленсем нумай! ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви республикăра çĕлен сăхнă тĕслĕх йышланнине палăртнă.
Иртнĕ канмалли кунсенче 7 тĕслĕхе шута илнĕ. Шар курнисен йышĕнче – Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш округĕсенче пурăнакансем.
70 çулти арçын утă пуçтарнă вăхăтра ураран темĕн йĕп пек чикнине туйнă. Вăл пушмакпа пулнă-ха, çапах хура çĕлен ăна сăхнă. 79 çулти хĕрарăм пахчара çĕр çырли пуçтарнă вăхăтра хура çĕлене асăрхаса ĕлкĕреймен. 30 çулти хĕрарăм та çырла пуçтарнă чухне шар курнă. Вăл уйра хура çĕлен çине урипе пуснă.
Тухтăрсем асăрхаттараççĕ: уйра, вăрманта хупă пушмакпа, вăрăм шăлаварпа çÿремелле, вăрăм курăк хушшине кĕме тăрăшмалла мар, чулсем тата пĕренесем патĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çĕлене курсан тытма, хăвалама юрамасть, лăпкăн кăна айккинелле пăрăнмалла.
Август 2026 |
