Июнĕн 24-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси ялĕнче харăсах икĕ пулăма халалласа - Чăваш Республикин кунне тата культура çурчĕ умĕнчи территорине тирпей-илем кĕртессине вĕçленĕ ятпа - уяв концерчĕ иртнĕ.
Хаçат вулакансене унчченхи номерсенче пĕлтернĕччĕ, культура çурчĕ умне çĕнĕ площадкăпа автомобиль парковкине тăвас ĕçе пуçăннă пирки. Акă мĕн палăртнине вĕçленĕ те ĕнтĕ. Культура çурчĕн таврашĕ лайăх енне улшăнса илемленнĕ. Кунта брусчатка сарнă, клумбăсемпе вазонсем çинче лартса тухнă чечексем таçтанах куçа илĕртеççĕ. Çак ĕçсене «Единая Россия» партин «Климовское» пуçламăш уйрăмĕн членĕсем тата ялти хастарсем пуçарнипе «Ниме» халăх программа ша-йĕнче пурнăçа кĕртнĕ.
Ĕçе вĕçлесен канма, савăнма вăхăт! Çак кун культура çурчĕн артисчĕсем ентешĕсене пуян концерт-па савăнтарнă. Хĕрарăмсен «Мерчен» вокал ансамблĕ чăваш юррисем шăрантарнă. «Шăнкăрма» ача-пăча фольклор коллективĕ хăнасене чăваш тата вырăс халăх вăййисемпе паллаштарнă, «Энергия» ташă ушкăнĕ хĕрÿллĕ ташă парнеленĕ. Ялти çамрăксем тăван тавралăх çинчен чуна пырса тивекен сăвăсем каланă. Уяв концерчĕ пурне те пысăк савăнăçпа киленÿ парнеленĕ.
Анна Евграфова
Июль 2026 |
