Чăваш культурипе ачасене тата çамрăксене паллаштарас тĕллевпе Чăваш Енре «Сик! Тух!» проекта çул панă. Вăл çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, утă уйăхĕн 31-мĕшĕчченех пырать.
Тăван халăхăмăрăн культурипе ачасемпе яш-кĕрĕме тата хĕр-упраçа вăйă тата ташă урлă паллаштарасшăн. Проекта клубсемпе культура çурчĕсенче пурнăçа кĕртĕç. Тĕп мероприяти вара утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Фольклорăн пĕрлехи кунĕнче иртĕ. Ун чухне республикăра «Сик! Тух!» ятпа этновăйă йĕркелеме палăртса хунă.
Çак проекта нумай çĕрте ырласа йышăнчĕç. Акă Эйпеç культура ĕçченĕсем ачасене манăçа тухнă чăваш халăх вăййисене вĕрентес, йăли-йĕркине кăтартас, вĕсене кулленхи пурнăçа тавăрас тĕллевпе çак проекта хутшăнса шкул çумĕнчи лагерьти ачасем валли «Мăн асатте-асанне вăййисене вылятпăр!» мероприяти ирттернĕ.
Чăваш тумĕ тумланса ачасем улаха пухăннă. Аслисем хутшăнакансене чăваш халăхĕн хăш-пĕр йăли-йĕркипе паллаштарнă. Ватти те, вĕтти те авалхи вăйăсенче хаваспах ăмăртнă% «+ерем пăсса вир акрăм», «Çĕрĕ», «Кушакпа шăши» тата ытти те. Картана тăрса алран çавăтăнса çÿренĕ. Вăйăсенче ачасем çаврăнăçулăхпа тавçăрулăхне кăтартнă.
Вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттернĕ май, никам та килелле саланма васкаман. Хаваслă самантсене асра хăварма сăнÿкерчĕксем тунă.
х х х
Çак проекта çул парса Березовкăри культура çурчĕн ĕçченĕ Валентина Федорова администратор ентешĕсене аваллăха таврăнмалли çул çÿреве чĕннĕ.
Нумай йăла манăçнă, нумайăшне, тен, нихăçан та илт-мен те эпир. Акă наци апат-çимĕçне хатĕрлессин вăрттăнлăхĕсене те чылайăшĕ пĕлмест. Тĕслĕхрен, çăкăр пĕçересси. Паянхи кун çак ĕç пĕрре те йывăр мар пек - рецепчĕсем Интернет уçлăхĕнче, ăна пĕçерсе кăларакан кăмакине те тем тĕрлине лавккара сутаççĕ, вăл хăйех çăрать, хăйех пĕçерет, вăхăт çитсен сÿнтерет. Çăнăхĕ тата мĕн тĕрли кăна çук! Анчах та ĕлĕкрех çăкăр пĕçересси пысăк ĕç пулнă% тырă авăртмалла, çăнăх аламалла, çĕпре пулман кăвас йÿçĕтмелле, кăмака хутмалла. Кăмакине хутма кÿршĕне кăвар ыйтма - мăрьерен тĕтĕм йăсăрланса тăракансем патне кайнă. Тыр-пулă ÿстерме те çурăм çине нумай тар кăлармалла пулнă хресченĕн.
Çăкăр чăвашсемшĕн яланах сумлă вырăнта тăнă. Ахальтен мар ун çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем халăхра нумай: çăкăртан аслă пулаймăн; çăкăр хырăм хыççăн çÿремест; килекен çынна çăкăр ларт; çăкăр-тăвар хире-хирĕç тата ытти те.
Мероприятие пухăннă хĕрарăмсем анчах пĕçерсе кăларнă çăкăра пĕрле тутанса пăхнă, чей ĕçсе ĕлĕк-авалхи йăласене, асатте-асаннесем ĕлĕк ху пурнăç çинчен каласа панисене аса илсе шăкăл-шăкăл калаçса ларнă.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
